3084 | «Эпӗ ирхинепе каҫхине хамӑн аслӑ пиччепе кӗҫӗн пиччерен ирттереп», — тесе калать тет пуш уйӑхӗ. | Ҫур — Кӗр |
2951 | Авӑн уйӑхӗнче эпӗ те пӗр, эсӗ те пӗр. | Ҫур — Кӗр |
2952 | Ака уйӑхӗнчи ыйхӑ — авӑн уйӑхӗнчи хуйхӑ. | Ҫур — Кӗр |
2953 | Васкаса килекен ҫуркунне вӑрӑма каякан. | Ҫур — Кӗр |
2954 | Кӗр аш юратать, ҫур сӗт тет. | Ҫур — Кӗр |
2955 | Кӗр йӗпи ҫуршӑн мар тет. | Ҫур — Кӗр |
2956 | Кӗр йӗпи ыраш калчине тет. | Ҫур — Кӗр |
2957 | Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур. | Ҫур — Кӗр |
2958 | Кӗр калать: «Тӗртеп», — тет. Ҫур калать: «Чӗртеп», — тет. | Ҫур — Кӗр |
2959 | Кӗр кунӗ ҫич ӑслӑ. | Ҫур — Кӗр |
2960 | Кӗр мӑнтӑр, палламасть. | Ҫур — Кӗр |
2961 | Кӗр мӑнтӑрӗнче аш ҫи теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2962 | Кӗр пӑтӑпа теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2963 | Кӗр пуйтарать, ҫур ҫухатать. | Ҫур — Кӗр |
2964 | Кӗр ҫитсен — пӑтӑ та кӗсел, ҫур ҫитсен — ахӑр та кӗҫен. | Ҫур — Кӗр |
2965 | Кӗр тултарать, хӗл салатать. | Ҫур — Кӗр |
2966 | Кӗр урлӑ каҫма ҫӑмӑл теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2967 | Кӗр хӗл каҫарать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2968 | Кӗр яланах пуян килет. | Ҫур — Кӗр |
2969 | Кӗрӗк ӑшӑтать, кӗр тӑрантарать теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2970 | Кӗркунне вӗҫсе кайнӑ кайӑк ҫуркунне каялла таврӑнать. | Ҫур — Кӗр |
2971 | Кӗркунне выльӑх та качча каять. | Ҫур — Кӗр |
2972 | Кӗркунне кайӑксен те пӗсехи тутӑ. | Ҫур — Кӗр |
2973 | Кӗркунне какай, ҫуркунне серте тутлӑ. | Ҫур — Кӗр |
2974 | Кӗркунне кӑсӑя вӑхӑчӗ. | Ҫур — Кӗр |
2975 | Кӗркунне куракӑн купа. | Ҫур — Кӗр |
2976 | Кӗркунне сала кайӑкӑн та сӑра пур. | Ҫур — Кӗр |
2977 | Кӗркунне ҫара ҫерҫи те кӗреке уҫнӑ. | Ҫур — Кӗр |
2978 | Кӗркунне ҫук ҫын умӗнче те кӗреке. | Ҫур — Кӗр |
2979 | Кӗркунне тир кирлӗ, ҫуркунне пир кирлӗ. | Ҫур — Кӗр |
2980 | Кӗркунне туй вӑхӑчӗ. | Ҫур — Кӗр |
2981 | Кӗркунне тута пушӑ пулмасть. | Ҫур — Кӗр |
2982 | Кӗркунне шапа ҫех юрламасть. | Ҫур — Кӗр |
2983 | Кӗркури кӗтнипе кӗр килмест. | Ҫур — Кӗр |
2984 | Кӗрпе — Кӗпе, ҫурпа — ҫытма теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2986 | Кӗрпе — кӗрӗк, ҫурпа — ҫӗтек. | Ҫур — Кӗр |
2990 | Кӗрпе — улттӑн, ҫурпа — иккӗн. | Ҫур — Кӗр |
2985 | Кӗрпе кӗрӗк тӑхӑн, ҫурпа — сӑхман теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2987 | Кӗрпе пупӗ тет, ҫурпа иййе тет, ӑҫтан пурӑнма май пур тет. | Ҫур — Кӗр |
2989 | Кӗрпе ҫӗртет, ҫурта пӗтет. | Ҫур — Кӗр |
2988 | Кӗрпе тӑват уралли мантӑр та, ик уралли начар теҫҫӗ. | Ҫур — Кӗр |
2991 | Кӗрпе шӑши те автан яшки тунӑ. | Ҫур — Кӗр |
2992 | Кӗрте автан тукмакки тет. | Ҫур — Кӗр |
2993 | Кӗрте ҫӗнӗ юрӑ тет. | Ҫур — Кӗр |
2994 | Кӗрхи калчана кӗлете кӗртеймӗн. | Ҫур — Кӗр |
2995 | Кӗрхи каҫ кӑварлӑ. | Ҫур — Кӗр |
2996 | Кӗрхи кӑвакал самӑр пулать. | Ҫур — Кӗр |
2997 | Кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ тет. | Ҫур — Кӗр |
2998 | Кӗрхи ҫанталӑкӑн кӑмӑлӗ хуҫӑк. | Ҫур — Кӗр |
2999 | Кӗрхи ҫӑмӑн кӑчки пур. | Ҫур — Кӗр |